2026 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче поэзине юратакансем Митта Ваҫлей ячĕпе хисепленекен Первомайски вăтам шкулĕнче «Митта вулавĕсем» сăвă конкурсне пухăнчĕç.
• «Митта Ваҫлей сăввисем» (чăвашла тата вырăсла вуласси
• «Митта Ваҫлей ентешĕсен сăввисем»
Çĕнтерÿçĕсене Патăрьел муниципаллă округ администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕ информаципе методика центрĕн тĕп специалисчĕ Л.Н. Титова Хисеп хучĕсемпе чысларĕ, муниципалитет шайĕнчи пысăк мероприятине тĕплĕн хатĕрленсе ирттернĕшĕн шкул директорне В.С.Чернышова, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене - В.Н. Савиновӑна, Е.Ф. Сорокинӑна, А.И. Селивановӑна тав турĕ.
Мероприяти питӗ тухӑçлӑ иртрӗ. Пурне те тав!