«Тантăш», «Тетте» - Республикӑри тата ун тулашӗнчи чӑваш ачисен
пурнӑҫне, вӗренӗвне, ӗҫне-хӗлне ҫутатса тӑракан пичет кӑларӑмӗсем.
"Тантӑш" хаҫатра, "Тетте" журналта ӗҫлекен пултаруллӑ
пикесем Елена Атаманова Татьяна Ишмуратова журналистсем ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Первомайски шкулĕнче
хӑнара пулчӗҫ. Ачасене хаҫат ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ, хаҫат- журналпа туслӑ
пулма хавхалантарса хӑварчӗҫ.