Митта
Ваçлейĕ (Митта Василий Егорович) — чăваш сăвăçи 1908 çулхи пуш уйăхĕн
5-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăрьел
районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралнă.
Ялти шкула пĕтерсе Чĕмпĕрти
чăваш шкулне вĕренме кĕнĕ, унта вĕреннĕ чухне литературăпа
хавхаланнă. Хутарти колхоз çамрăкĕсен шкулĕн директорĕ, Патăрьел район
хаçачĕн яваплă секретарĕ пулнă. Каярахпа Шупашкарта хаçат-журналта,
радиора ĕçленĕ. Вĕрентекен, Шупашкарта район
хаçчĕн секретарĕ пулса ĕçленĕ, радиокомитетра, кĕнеке издательствинче
вăй хунă. 1937 çулта айăпсăр айăпланнă. 1954 çулта таса ятне тавăрнă.
1955-1957 – литконсультант, «Тăван Атăл»
альманахăн яваплă секретарĕ. 1957 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче
Аслă Арапуç ялĕнче вилнĕ.
Пичетленсе
тухнă кĕнекисем: «Кăмăл» (1932), «Такмаксем» (1934), «Кăмăлтан» (1956),
«Кăмăлăмпа шухăшăм» (1959).
Митта
Ваçлейĕн çуралнă кунне Чăваш
Республикинче анлăн паллă тăваççĕ. Поэт çуралнă Аслă Арапуç ялĕнчи шкулта тата
та хăватлăрах! Шкулĕ те Митта ячĕпе хисепленет-çке!
Мартăн
6-мĕшĕнче кăнтăр тĕлнелле Шупашкартан хăнасем килсе çитрĕç. Вĕсене шкул ачисем
сăвă-юрăпа, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.
Митта
Ваçлейĕ 115 çул тултарнине халалланă литратура уявĕ малалла акт залĕнче
тăсăлчĕ. Митта поэзийĕ! Унăн сăнарлă сăмахĕ! Чунри хĕлĕхсене перĕнсе куççуль кăларма
пултаракан сăввисем! Шкул ачисем шăрантарнă сăвăсем итлесе
ларакансен, килнĕ хăнасен чунĕсене тиврĕç!
Хăнасен
сăмахĕ те ачасемшĕн усăллă пулчĕ. Митта Хунтин (фончĕн) ертуçи, Чăваш
Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Илле Иванов Митта Ваçлейĕн
пурнăçĕ, унăн шăпи пирки чарăнса тăчĕ.
Килнĕ хăнасем Митта Ваçлейĕн вил
тăприйĕ çине чечексем хучĕç.
Митта Ваçлейне халалланă уроксем шкулта эрнипех тăсăлаççĕ. Ачасем сăвăсем,
сочиненисем çыраççĕ.