Первомайски шкулĕнче чăваш чĕлхи эрни
пуçланчĕ. 2022 мĕш çул –паллă ентешсен çулталăкĕ. 11 мĕш класра вĕренекенсем
«Митта Ваçлейĕ - пирĕн ентеш» темăпа проект ĕçĕ турẻç. «Митта Ваçлейĕн сăввисем»,
«Митта Ваçлейĕн ачалăхĕ», «Митта Ваçлей синкерлẻ кунĕсем», «Митта Ваçлейĕн
çемйи» темасемпе вĕренекенсем ĕçсем хатĕрлерĕç. Вĕсем поэт сăввисене тишкерчĕç, кун-çулне сăнарĕç, тĕпчев
ĕçĕ турĕç. 17 çул хушши лагерьте пулни, унтан янả çырảвẻсене вулани те ачасене
поэт пурнăçне тĕплĕнрех пĕлме пулăшрĕ. Вĕренекенсем В.Митта пирĕн ентеш пулнипе мăнаçланнине палăртрĕç.
Хатĕрленнẻ темăсемпе проект ĕçĕсене хӳтĕлерĕç.