Сӑвӑ вулакансен конкурсӗ

               Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш ҫӗр-шывӗ тӑван чӗлхе кунне уявлать. Эпир 1993-мӗш ҫултан пуҫласа кашни ҫулах Чӑваш наци кунне уявлатпӑр. Ăна ахальтен мар ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ҫак кун чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенӗ И.Я.Яковлев ҫуралнӑ.

                   Тӑван чӗлхене упрасси – пирӗн тивӗҫ. И.Я.Яковлев пуласлӑх ҫыннисене тӑван чӗлхене упрама пиллесе хӑварнӑ. Ҫак шухӑша тӗпе хурса Аслӑ Арапуҫӗнчи вӑтам шкулта апрелӗн 19-25-мӗшӗсенче Чӑваш чӗлхи эрни пырать. Ҫавна май апрелӗн 21-мӗшӗнче 7-мӗш класра вӗренекенсен хушшинче сӑвӑ конкурсӗ иртрӗ. Конкурс тӗллевӗ – тӑван чӗлхене юратса вӗренме хавхалантарасси, чӗлхе илемӗпе пуянлӑхне туйма, пӗлӱлӗхе ӱстерме пулӑшасси, чӑваш поэчӗсен хайлавӗсемпе паллашасси. Асӑннӑ конкурсра Петрова А. 1-мӗш вырӑн йышӑнма пултарчӗ. Вӑл Раиса Сарпин «Сарӑ чечек» сӑввине чӑн-чӑн артист пекех шӑрантарчӗ.