"Арапуҫӗн паллӑ ҫыннисем!"

          "Арапуҫӗн паллӑ ҫыннисем!" Ҫак ятпа иртрӗ Первомайскинчи вӑтам шкулти 6-мӗш класра  поэзи уявӗ. Уявра хамӑр ентешсен сӑввисене пӑхмасӑр каларӗҫ ачасем. Митта Ваҫлейӗ, В. Давыдов-Анатри, Николай Исмуков поэтсен сӑввисене вӗреннӗ . Малти вырӑнсене Селиванова А., Осипов К., Николаева В. тухрӗҫ. Чӑнах та, пирӗн хамӑрӑн ентешсен пултарулӑхне пӗлмеллех, вӗсенчен ырӑ тӗслӗх илмелле. Ентешсемпе мӑнаҫлӑланмалла. Малашне те вӗренес кӑмӑл ҫунатлантарчӗ ачасен чунне. Татах та ҫӗнӗ сӑвӑсем суйласа илчӗҫ вӗренекенсем.