Чӑваш тĕрри - халăх пуянлăхĕ

           Чӑваш тĕррин илемĕ такам чунне те илĕртет. Чӑваш тĕррин кунне халалласа чÿк уйӑхĕн 26-мĕшĕнче Первомайски шкулĕнче «Чӑваш тĕрри - халӑх пуянлӑхĕ» ятлӑ уроксем иртрĕç. Чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентекен  Селиванова А., Савинова В., Сорокина Е. тĕрĕ чӑвашсен чи авалхи искусствисенчен пĕри пулни çинчен каласа пачĕç. Ачасем «Илемлĕ чӑваш тĕрри» презентаци пӑхрĕç,  чӑваш тĕрри çинчен  çырнӑ сӑвӑсене вуларĕç. Уроксенче ачасем  «Чӑваш эрешĕсем» проект ĕçĕсене  хÿтĕлерĕç.

 Тĕррине эрешлет çутӑ шуçӑм,

 Сар хĕвел ыталать таврана.

 Тĕрĕсен çырӑвне, савнӑ тусӑм,

 Вуласа кӑтартсамччĕ мана.