2020 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13 сехетре «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020"!

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2020» акцие ирттерме хатĕрленес, çак ĕçе йĕркелес:

Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ  2020» акцие 2020 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13 сехетре ирттерес.

Акцие йĕркелесе ирттерме хутшăннă хастарсене хавхалантарма Тав çырăвĕсем тата «5» паллă илнисем валли Сертификатсем хатĕрлес.

Диктант текстне суйласа илес.

 «Тăван радио» тата «Наци радиовĕ» эфирĕсенче диктант текстне вулама Чăваш наци радиовĕн аслă редакторне Владимир Егорова çирĕплетес.

 «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» акци сăн-сăпачĕ пулма Силерова Екатерина Александровнăна, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологи факультечĕн 4-мĕш курс студенткине çирĕплетес.

Диктант текстне вулаканпа заняти ирттермелли вăхăта палăртни.

Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче 14 сехетре.

Пĕтĕм текстсене diktant.2020@yandex.ru электрон почта адресĕпе ярса памалла.