Первомайскисен чаплă хоккей коробки пулĕ.

      Çывăх вăхăтра Первомайскинче  хоккеистсем валли  хоккей коробки уçăлĕ. Вăл ялти вăтам шкул çумĕнче пулмалла.

        Кун пирки çирĕппĕн калама сăлтавĕ те пур. Тимченко фончĕн "Ырă пăр" программин эксперт канашĕн ларăвĕнче 14 проект грант çĕнсе илнине палăртнă. Унта çĕршывăн 11 регионĕнчен хутшăннă. Вăл шутра пирĕн районти Первомайскинчи вăтам шкул "Пирĕн картишĕнчи команда" ("Команда нашего двора") проекта тăратса Тимченко фондĕнчен 1 миллион та 246 пин тенкĕ илме тивĕçнĕ. Программăна пурнăçа кĕртнĕ хыççăн Митта Ваçлей ячĕллĕ шкул территорийĕнче хоккей коробки ĕçлеме пуçлĕ.