Арапуçсемшĕн И. Я. Яковлев ячĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен хăй вăхăтĕнче Арапуç шкул Яковлев тăрăшнипе уçăлнă. Чăваш чĕлхи эрнин малтанхи кунĕнчех – тунти кун – шкулти класс сехечĕсенче И.Я.Яковлев халалĕ янăрарĕ. Класс ертÿçисемпе пĕрле ачасем халала тепĕр хут вуласа тишкерчĕç, хакларĕç, пĕтĕмлетусем турĕç. Халалри кашни шухăш паянхи кун та пысăк пĕлтерĕшлĕ, кивелмен. Чăнах та, Яковлев каланисене шута илсен, пирĕн пурнăç илемлĕ те тулли, пархатарлă та усăллă пулĕ. Ачасене Халалри шухăшсем тăван чĕлхене хисеплеме, çемьене упрама, ĕçе юратма вĕрентет. Яковлев сăмахĕсем – чăн-чăн ахах!