Митта Ваçлейĕ (Митта Василий Егорович) — чăваш сăвăçи 1908 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралнă. Ялти шкула пĕтерсе Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕнĕ, унта вĕреннĕ чухне литературăпа хавхаланнă. Хутарти колхоз çамрăкĕсен шкулĕн директорĕ, Патăрьел район хаçачĕн яваплă секретарĕ пулнă. Каярахпа Шупашкарта хаçат-журналта, радиора ĕçленĕ. Вĕрентекен, Шупашкарта район хаçчĕн секретарĕ пулса ĕçленĕ, радиокомитетра, кĕнеке издательствинче вăй хунă. 1937 çулта айăпсăр айăпланнă. 1954 çулта таса ятне тавăрнă. 1955-1957 – литконсультант, «Тăван Атăл» альманахăн яваплă секретарĕ. 1957 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Аслă Арапуç ялĕнче вилнĕ.
Пичетленсе тухнă кĕнекисем: «Кăмăл» (1932), «Такмаксем» (1934), «Кăмăлтан» (1956), «Кăмăлăмпа шухăшăм» (1959).
Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 110 çул çитнине Чăваш Республикинче анлăн паллă тăваççĕ. Поэт çуралнă Аслă Арапуç ялĕнчи шкулта тата та хăватлăрах! Шкулĕ те Митта ячĕпе хисепленет-çке!
Мартăн 5-мĕшĕнче, поэт çуралнă кун, шкул ачисен ирхи линейки Митта сăввисемпе пуçланчĕ. 5-мĕш классем хăйсен уçă сассисемпе Митта Ваçлейĕн сăввисене янраттарчĕç. Тăххăрмĕшсен тăван чĕлхе çинчен çырнă сăввисене те итлеме кăмăллă пулчĕ. Кăнтăр тĕлнелле Шупашкартан хăнасем килсе çитрĕç. Вĕсене шкул ачисем сăвă-юрăпа, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.
Митта Ваçлейĕ 110 çул тултарнине халалланă литратура уявĕ малалла акт залĕнче тăсăлчĕ. Митта поэзийĕ! Унăн сăнарлă сăмахĕ! Чунри хĕлĕхсене перĕнсе куççуль кăларма пултаракан сăввисем!.. Шкул ачисем шăрантарнă сăвăсем итлесе ларакансен, килнĕ хăнасен чунĕсене тиврĕçех! К. Митта, А. Федерова, Е. Шурякова, И.Кольцова, К. Вушнаева, Л. Ершова, М. Лукин, А. Селиванова, Ф. Сидоров, пиллĕкмĕшсем каланă сăвăсем уççăн та ирĕклĕн янăрарĕç.
Хăнасен сăмахĕ те ачасемшĕн усăллă пулчĕ. Шкул библиотеки çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланчĕ ( хăнасем пушă алăпа килмен). Хăнасемпе паллаштарса ертсе пыраканĕ Митта Хунтин (фончĕн) ертуçи И.Иванов пулчĕ. Н. Ларионов журналист Митта Ваçлейĕн пурнăçĕ, унăн шăпи пирки чарăнса тăчĕ. Ачасемшĕн Йошкар-Оларан килнĕ В. Козлов сăмахĕ те кăсăклă. Ф. Мадуров скульптор хăйĕн ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Митта бюсчĕ, мăшăрĕпе юнашар ларнине ăсталанă кĕлепе пуриншĕн те тĕлĕнмелле. Н.Николаев чăваш халăх юррисене шăрантарчĕ. Митта Ваçлейĕн тăванĕсем Я.Степановпа В. Михалукова поэт ачалăхне аса илчĕç. Я.Степанов хăйĕн сăввисене вуларĕ. Килнĕ хăнасем Митта Ваçлейĕн вил тăприйĕ çине чечексем хучĕç.
Митта Ваçлейне халалланă уроксем шкулта эрнипех тăсăлаççĕ. Ачасем сăвăсем, сочиненисем çыраççĕ. Кашни ачах Миттан сăввине пăхмасăр калама вĕренет.