Василий Иванович Давыдов-Анатри çуралнăранпа 100 çул.

Василий Иванович Давыдов- Анатри ЧăвашРеспубликин Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче 1917 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче çуралнă.

Республикăри хаçат шкулĕнче, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика училищинче вĕреннĕ. 1940-1941 çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă, унтан таврăнсан Первомайски районĕнчи «Коммунар» хаçат редакторĕнче, КПСС Чăваш обкомĕн инструкторĕнче, Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Радиоинформаци комитечĕн тĕп редакторĕнче, кĕнеке издательствин редакторĕнче, писательсен союзĕн илемлĕ литература пропагандăлакан бюро пуçлăхĕнче ĕçленĕ.

Илемлĕ литературăра — 1936 çултанпа. Çав хушăра поэт 50 кĕнеке ытла пичетлесе кăларнă. Чăваш композиторĕсем унăн сăввисемпе пилĕкçĕр юрă, юрăпа  ташă сюитисем, опера çырнă.

Раççей Федерацийĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Чăваш халăх поэчĕ. Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ.

Халăхсен Туслăхĕн орденĕн кавалерĕ.

Поэтăн чи паллă кĕнекисем: «Пĕчĕк туссем», «Чĕре хушнипе», «Чеменпе Мерчен», «Илемпи», «Телейлĕ туслăх», «Шурăмпуç хăпарсан» т.ыт.те.

 Поэт юбилейĕ тĕлне Первомайски шкулĕнче тĕрлĕ ĕç туса ирттерчĕç. 1-11 классенче поэта халалласа класс сехечĕсем пулчĕç.  7 –мĕш классем ялти культура çуртне çитсе килчĕç, поэт пултарулăхĕ тăрăх йĕркеленĕ   литература каçне хутшăнчĕç. 5-мĕш классем поэтăн ача-пăча вали çырнă сăввисене вуларĕç. Аслă классем В.И.Давыдов-Анатрин пурнăçĕ тăрăх презентации хатĕрлерĕç, музыка учителĕ Верликов В. Ертсе пынипе поэтăн сăввисем тăрăх хывнă юрăсене юрларĕç. Вĕренекенсем  поэт çуралнăранпа100 çул çитнине халалласа ирттернĕ  « Ялан юрла чĕре» сăвă вулакансен тата юрă юрлакансен конкурсне хутшăнчĕç.

Паллах, ентешсен халăх поэтне манмалла мар, унăн пултарулăхĕпе паллашмалла, сăввисене вĕренмелле.