Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Первомайски шкулĕнче чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Пĕтĕм шкул умĕнче 6 – мĕш класра вĕренекенсем чăваш чĕлхине юратни çинчен сăвăсем каларĕç. Класс сехечĕсене И.Я.Яковлева халалларĕç. Тăван чĕлхене упрамалли çинчен калаçрĕç.
Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Селиванова А.И. ертсе пынипе 8 б класра „ Манăн пирвайхи хаçат“ проект ĕçĕ иртрĕ. Ачасем икĕ ушкăна пайланса „Туслăх» тата « Тăван чĕлхе» хаçатсем кăларчĕç. Викторов Иван сăвă, Кондратьев Сергей сочинени çырса, Шагулов Сергей ÿкерчĕксем туса хаçатсене илемлетрĕç. Хĕр ачасем те вĕсенчен юлмарĕç.Содержани енчен те, ÿкерчĕксемпе те пуян пулса тухрĕ вĕсен хаçачĕ.
Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 5-мĕш классем И.Я.Яковлевăн калавĕсене вуласа тишкерчĕç. „ Кулач“, „ Йăлăнтарни“, Юлхавпа кахал“ калавсене рольсемпе вылярĕç.