Кĕркуннехи каникул кунĕсенче Первомайскинчи вăтам шкулти 43 вĕренекенпе 5 вĕрентекен тата хăш-пĕр ачасен амăшĕсем Сергеев Посад, Мускав хулисенче экскурсире пулчĕç. Ятарласа тытнă экскурсовод çул çӳревçĕсене Мускаври паллă вырăнсене илсе çӳрерĕ. Хĕрлĕ площадь, Ленин мавзолейĕ, Воробьев сăрчĕ, ВДНХ ачасене питĕ килĕшрĕç. Космонавтика музейĕнче, океанариумра пулни те вĕренекенсен тавракурăмне анлăлатрĕ.