«Хыпарçăсем» пирĕн шкулта.

Ĕнер шкулта «Хыпар» издательство çурчĕн ĕçченĕсем Василий  Кервен сăвăç,  Владимир Степанов тата Дмитрий Моисеев журналистсем ачасемпе кӑсӑклӑ тӗлпулу ирттерчӗҫ. Хăнасем пухăннисене хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тата «Хыпар» издательство çурчĕн хаçат-журналĕсемпе паллаштарчĕç,  хальхи çырăнтару йĕрки çинчен каласа  пачĕç, шкул библиотекине «Самант», «ТăванАтăл» журналсен  тата   «Хыпар» хаçатăн çĕнĕ кăларăмĕсене парнелесе хăварчĕç.