Кăшарни – авалхи чăваш уявĕ. Ăна ĕлĕк Сурхури хыççăнах ирттернĕ.Чылай çĕрте çак йăла-йĕрке халĕ те манăçман. Уяв вăхăтĕнче çамрăксем мыскараллă тумланнă, çветкесем урам тăрăх чупнă, улаха та çитнĕ. Вĕсем юрланă, ташланă, юмăç янă.Уявăн юлашки кунĕнче, кăшарнинче, çветкесен хăйсем çумне çыпçăннă усалсенчен тасалас тесе вакра шыва кĕмелле е мунчара çăвăнмалла пулнă.
Хăш-пĕр тĕпчевçĕсем Кăшарни уявне 12-15 çулхи хĕр ачасен уявĕ тесе те калаççĕ. Хĕр ачасем уява кам патĕнче ирттермелли пирки калаçса татăлнă та пĕчĕк витресемпе хаяр мар сăра, кĕрпе, çу илсе пынă, ашшĕ-амăшĕ вĕсене кăштах укçа панă. Каçалапа çав киле пуçтарăннă та тухьясем тăхăннă, кĕмĕл капăрлăхсем çакнă, пăтă пĕçернĕ, кил хуçисене хăналанă, купăсçа чĕннĕ. Унтан çĕрĕпех тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупнă, юмахсем, шÿтлĕ хайлавсем каланă, ташланă, юрланă, вылянă.
Уява арçын ачасем те, хĕр ачасен тантăшĕсем те пынă, аслăрах хĕрсемпе каччăсем те кĕре-кĕре тухнă. Тепĕр кунне амăшĕсем хĕр ачисем валли икерчĕ, пашалу, кукăль парса янă. Çимеллисем илсе килнĕ çыннисене сăрапа хăналанă, тав тунă. Кăнтăрла кĕçĕнрех ача-пăча чупса пынă, аппăшĕсемпе пиччĕшĕсем мĕнле савăннине куçĕсене чарса пăхнă. Каçалапа пĕчĕккисем килĕсене саланнă, аслăраххисем тата тепĕр каç савăннă.
Ир енне çимеллисем пĕтсе çитнĕ. Ывăннă, анчах кăмăлĕ тулнă хĕр ачасем килхуçисене тав тунă, купăсçа кăштах укçа тÿленĕ те килĕсене саланнă.