Çăмăл атлетика чупăвне хутшăнчěç.

Первомайски вăтам шкулěнче вěренекен çирěм пěр ача çăмăл атлетика чупăвне хутшăнчěç. Çак ěç-пуçа  чăваш халăх хаçачě «Хыпар» тата Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министерстви  И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165, Н.В.Никольский  çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа йěркеленě. Чупу Кăнна- Кушкинчен пуçланнă. Шăматкун, ака уйăхěн 27 –мěшěнче  çăмăл атлетсем Первомайски çěрне çитрěç. Вěсене пирěн шкул спортсменěсем кěтсе илчěç. Ачасем хăйсем те чупăва хутшăнчěç. Пирěн район территорийěнчен Комсомольски район çěрě çине çитиччен ăсатса ячěç. Ачасене пурне те «Çăмăл атлетика чӳпăвне хутшăнаканăн сертификатне» парса чысларěç.