Мартăн 2-мěшěнче пирěн шкулти 11-мěш класра вěренекенсем Григорий Ваккупа тěл пулу ирттерчěç. Г.Вакку- педуниверситетри преподаватель те, наци радиовěнче редактор та , çав вăхăтрах юрăç та, шӳт ăсти те. Вăл ачасене педагогика университетěнчи факультетсем çинчен каласа пачě, унти вěренӳ йěркипе паллаштарчě, ачасен ыйтăвěсем çине хуравларě. Юлашкинчен Григорий Владиславович вěренекенсене хăй юрлакан юрăсен дискне парнелерě.