Халăх поэтне халаласа

В.И.Давыдов-Анатри – чăваш халăх поэчě. Эпир, шкул ачисем, сăвăçăн хайлавěсене тăрăшсах вěренетпěр. Унăн сăвви-калавěсем шкул программине те кěнě. В.И.Давыдов-Анатри ячě чăвашсемшěн поэт-юрăç пулнипе паллă. Вуншар композитор поэт сăввисене юрра хывнă. Сăвăç ентеше асра тытса пирěн шкулта уяв пулса иртрě.  Василий Ивановичăн  95 çулне халалласа унăн сăввисене пăхмасăр вулакансен конкурсне ирттертěмěр, унăн с ăмахěсемпе çырнă юрăсене юрларăмăр. Сăвă вулакансен конкурсěнче 2-мěш класри Е.Новожилова, 7б класри Д.Ильметовапа 7а класри А.Юркина  мала тухрěç. Аслă классем хушшинче те маттур ачасем пурри палăрчě.  10-мěш класри яшсем, 8а класри Ю.Сидорова, 9а класра вěренекен Д.Волков хăйсен пултарулăхěпе жюри членěсене тата куракансене тěлěнтерчěç. Уява вěçлесе  Д.Волков В.И.Давыдов-Анатрин «Тăванлăх юррине » шăрантарчě.