Аттесемпе пěрле

Первомайски вăтам шкулěнче 2-мěш класра вěренекенсен ашшěсемпе амăшсем нарăсăн 24-мěшěнче  шкула килчěç. Тăван çěр-шыва хÿтěлекен кунě ячěпе ачасем класра уява ирттерчěç. Ашшě-амăшěсене концерт лартса пачěç. Хăйсен хавас юррисемпе, илемлě ташшисемпе, сăввисемпе пурне те савăнтарчěç. Ун хыççăн пурте пěрле спортзала утрěç, «Хаваслă стартсем» пуçларěç. Тěрлě кăсăк конкурссене пурнăçларěç ачисемпе ашшěсем.

Чи маттуррисем Матюшкинсем Дениспа Владимир Васильевич пулчěç. Вěсем хыççăн- Кузьминсем Миленăпа Петр Васильевич. Виççěмěш вырăнта Сорокинсем Константинпа Александр Васильевич. 2-мěшсен вěрентекенě Кузьмина М.В. пурне те уява килнěшěн, хастар хутшăннăшăн тав турě, прнесемпе чысларě.