Айхи вулавěсем

Айхи вулавěсем поэзи уявěнче Первомайски вăтам шкулěнче вěренекенсем хастар хутшăнчěç. 5-мěш класра вěренекен Дмитрий Викторов икě Хисеп хучěпе, хаклă парнесемпе таврăнчě. «Айхи куçарăвěсем» номинацире Пьер-Жан де Беранжен «Чěкеçсем» сăввине пăхмасăр каланăшăн пěрремěш, «Айхи сăввисем» номинацире «Митта премине илнě хыççан каланă сăмах»сăввине вуланăшăн иккěмěш вырăнсем йышăнма пултарнă. Жюри членěсем Атнер Хусанкайпа Ева Лисина ăна «пěчěк Туркай»тесе хак пачěç. «Автор сăввисем» номинацире 6б класри Диана Ильметова хутшăнчě.