Ачасем тǎван чĕлхе çинчен каласа пама хатĕр

Первомайскинчи шкулĕнчи  паянхи линейка чǎваш чĕлхи кунне халаланǎ. Пиллĕкмĕш классенче вĕренекенсем паллǎ чǎваш поэчĕсен тǎван чĕлхе çинчен çырнǎ пурте лайǎх пĕлекен сǎввисене пǎхмасǎр янраттарчĕç. Шкулти чǎваш чĕлхи вĕрентекенĕ Селиванова А.И. тǎван чĕлхене халаланǎ эрнере мĕнле ĕçсем пулассипе паллаштарчĕ, пурне те хастар хутшǎнма чĕнсе каларĕ. Паянхи класс сехечĕсенче те ачасем   тǎван чĕлхе çинченех калаçĕç. Аслǎ классенче вĕренекенсем кĕçĕннисем патне кайса чǎваш чĕлхин тĕпчевçисем çинчен, тǎван чĕлхен пуянлǎхĕпе хǎвачĕ çинчен  каласа пама хатĕрленнĕ.